Главная страница Духовное наследие Литература Стихи о маме на чувашском языке

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
Чебоксары - 550 лет

Стихи о маме на чувашском языке

Стихи о маме, папе, бабушке и дедушке на чувашском языке

Василий Давыдов-Анатри

Юратнӑ анне.

Хӗвел пек ӑшӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран ҫывӑххи тӗнчере.

Эс кӳретӗн кнл-ҫурт илемне,

Юратса ӳстеретӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

Ҫӑлтӑр пек ҫутӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран лайӑххи тӗнчере, —

Сывлӑм пек таса чун хавалне —

Пурнӑҫна парнелетӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

Ылтӑн пек ырӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран кӑмӑлли тӗнчере, —

Ҫӗклемешкӗн Ҫӗршыв хӑватне

Ӑраскал пехиллетӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

 

Светлана Асамат

Парне

Асаннепе иксӗмӗр

Лавккана кӗретпӗр,

Апат-ҫимӗҫ тем тӗрли

Туянас-ха тетпӗр.

Ҫакӑнтах, пӗр вырӑнта,

Кӗнеке сутаҫҫӗ.

Пысӑкки те пӗчӗкки

Шӑкӑрин тӑраҫҫӗ.

Лайӑххине, ӑслине

Шыраса тупас.

Асанне те пулӑшать,

Суйлама хавас.

Акӑ манӑн кӗнеке,

Акӑ тупрӑм, тупрӑм!

Вӑл хитре ӳкерчӗклӗ,

Ӳсрӑм, пӑхса тухрӑм.

Илсе пачӗ асанне,

Парнерен парне.

Ҫумӑн вырнаҫса ларса

Вӳлӑпӑр пӗрле.

 

Василий Давыдов-Анатри

Атте-анне пире сыхланӑ

Мӗн пӗчӗкрен,  мӗн ачаран

Атте-анне пире сыхланӑ.

Вӗсем эпир хуп сӑпкаран

Ӳксе аманасран хӑранӑ.

Атте-анне пире юратнӑ,

Сиктернӗ юрӑ юрласа,

Юмах-халап ярса йӑпатнӑ,

Йӑпатнӑ шӑпӑр каласа.

Атте-анне пире пилленӗ

Вӗҫмешкӗн кӑйкар ҫунатне,

Чун-чӗререн шанса ҫӗкленӗ,

Ялан вӗрентнӗ ҫӗрӗҫне.

Атте-анне пире ӑс пана

Ята-чыса ҫӳлте тытма.

Ӑс-хал пани ӗҫре юранӑ,

Юранӑ лайӑх ҫын пулма.


Василий Давыдов-Анатри

Эп астумастӑп аттене

Эп астумастӑп аттене...

Атте, атте...

Анчах манмастӑп ун ӗҫне:

Хаяр усал тӑшмансене

Ҫапӑҫура аркатнине...

Шел, астумастӑп аттене,—

Вал вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халӑх асӗнче.

Эп астумастап аттене...

Атте, атте...

Сыхларӑн эс ачусене...

Анне сана ҫаплах кӗтет,

Вал ҫухалман, килетех, тет.

Шел, астумастӑп аттене,—

Вӑл вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халах асӗнче.

Эп астумастӑп аттене...

Атте, атте...

Тӑван ҫӗршыв — тӑван анне

Сана, хӑй улӑп-паттӑрне,

Хисеплӗ, манмӗ ӗмӗрне.

Шел, астумастӑп аттене,—

Вал вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халӑх асӗнче.

 

Валентина Тарават

Аттене асӑнса

Атте, сана аса илетӗп,

Санран халь эпӗ аслӑрах…

Ачалаха ҫитсе килетӗп,

Тус-тантӑша унта курап.

Сад пахчинче чупса ҫӳретӗп.

Улми-ҫырли…

Ах, чун уҫҫи!

Сим панулми татса ҫиетӗп…

Пылак ҫырла – ывҫи-ывҫи…

Эс ҫанӑ тавӑрса ӗҫлетӗн,

Аппа-тете те тӑрӑшать…

… Ӑста эс?! Ма пит час ҫӗтетӗн?!

Мана кил-йышӑм йыхӑрать…


Юрий Семендер

Ылтӑн мар-ши эс, анне?

Ылтӑн мар-ши эс, анне?

Кӗмӗл мар-ши эс, анне?

Ылтӑн пек, ай, хаклӑ-ҫке,

Кӗмӗл пек, ай, сумлӑ-ҫке.

Ылтӑнран та пахарах,

Кӗмӗлрен те сумлӑрах.

Ҫӑлтӑр мар-ши эс, анне?

Уйӑх мар-ши эс, анне?

Ҫӑлтӑр пек хӗлхемлӗ-ҫке,

Уйӑх пек илемлӗ-ҫке.

Ҫӑлтӑртан хӗлхемлӗрех,

Уйӑхран илемлӗрех.

Шӑпчӑк мар-ши эс, анне?

Е саркайӑк эс, анне?

Ҫут хӗвел, чечек, ахах –

Ырлама ҫитмест сӑмах.

Эс нимрен те лайӑхрах,

Пуринчен те хаклӑрах.

 

Юрий Семендер

Анне

Сана хӗвел чӗреллӗ тетчӗҫ.

Хӗвел пек лартӑн эс анса.

Хӗвел пек чунупа, аннеҫӗм,

Эс тухрӑн cap хӗвел пулса.

Сана ҫӑка ҫеҫки пек тетчӗҫ.

Пыл сӑмахушӑн тав туса.

Килти ҫӑка пекех, аннеҫӗм,

Кӗтен пире эс пуҫ тайса.

Сана ҫурхи саркайӑк тетчӗҫ,

Юрру юхатчӗ ҫаврӑнса.

Тӗнче ытамӗнче, аннеҫӗм,

Эс юлтӑн ӗмӗрлӗх пулса.

 

Юрий Семендер

Амăшĕн чунĕ

Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.

Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ

Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ,

Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.

Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ

Хваттерте ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.

 

Александр Савельев-Сас

Анне чӗлхи

Ҫӑлтӑрсен вӑййи-кулли

Илӗртет пире.

Сар хӗвел тӗнче тулли,

Анне ҫеҫ пӗрре.

Ӑш сӑмах – чӗре сури.

Куншӑн тав турра.

Куҫҫӳль мар, анне юрри

Юхтӑр таврара.

 

Александр Савельев-Сас

Анне ӑшши

Ҫул тӳпере мӗн нумай?

Ҫутӑ ҫалтӑр – ҫав нумай.

Ҫул тӳпере мӗн пӗрре?

Сарӑ хӗвел – ҫав пӗрре.

Ҫак ҫер ҫинчемӗн йышлӑ?

Терлӗ халӑх – ҫав йышлӑ.

Ҫак ҫӗр ҫинче кам пӗрре?

Тӑван анне – ҫав пӗрре.

Хӗвел йӗрет хӑй ҫулне

Хӗрхенмесӗр ӑшшине.

Хӗвел ӑшши – тӗнчене,

Анне ӑшши – ҫемьене.

 

Александр Савельев-Сас

Анне ҫумра пулсан

Хӗвел йӑл-йӑл кулсан

Кӗрес килмест тултан.

Кӗрес килмест тултан

Хӗвел савса пӑхсан.

Анне пӳртре пулсан,

Анне хавс пулсан

Выляп кула-кула,

Тухас килмест тула.

 

Александр Савельев-Сас

Асанне ҫип ҫӑмхалать

Кунран-кунах хӗл енне

Шур юр ҫӗре чӑпарлать.

Ҫакна курса асанне

Алсиш ҫыхма ҫип арлать.

Йӗки тулать асаннен,

Вара ҫипне ҫӑмхалать.

Тулли йӗке майӗпен

Урай тӑрӑх кускалать.

Кушак ҫакна курнипе

Кӗҫех ӗҫе пуҫӑнать:

Ик пӗчӗк ҫеҫ урипе

Тулли йӗкене тытать.

– Маттур эс, – тет асанне,

Ырлать кушак ҫурине. –

Чӑлха ҫыхса парас, – тет, –

Сивӗ пулмӗ урине.

 

 

Геннадий Юмарт

Асанне-кукамай

Йышлӑ пулнӑ сумлӑ пикесем,

Пӗринчен тепри вӗсем сӑваплӑ.

Мӗн тери илемлӗ ячӗсем!

Мӗн тери хайсем мухтавлӑ, чаплӑ!

Манӑҫа тухни гата мӗн чул!

Пурпӗр ҫухалман вӗсен ӗҫ-хӗлӗ.

Выртнӑ вӑрӑм-вӑрӑм йывӑр ҫул,

Шӑрӑхӗ ҫунтарнӑ, шӑнтнӑ хӗлӗ.

Ют ҫӗртен хӗр илнӗ хунама,

Шухӑш-кӑмӑл пӗрлешсе шӑраннӑ.

Вӑл вут чулӗ пулнӑ сыхланма,

Вӑй илмешкӗн хай мелне шыранӑ.

Юрласа сиктернӗ сӑпкине,

Хӑнара, ӗҫре юрланӑ юрӑ.

Вӗсемех упранӑ чӗлхене, —

Хӑйсене татах упратӑр Турӑ.

Ҫак пуянлӑх — пирӗншӗн элем,

Ӗмӗр пухнӑ ытарми пахалӑх.

Ҫак пуянлӑх — тӗнчери илем,

Хӑй сӑнне унпа кӑтартӗ халӑх.

Тухтӑр чӗрӗлсе паян ума

Сумлӑ пикесен маттур сӑнарӗ.

Тивӗҫ мар-ҫке хамӑр та манма,

Хӑш-пӗрне татах та асӑнар-и?

 

Геннадий Юмарт

Атте-анне

Атте-аннемӗр юратса

Пиллет пире пуян тӗнче.

Атте-аннемӗр йӑпатса

Ҫитӗнтерет арки ҫинче.

Вӗсемсӗр курас ҫук кун-ҫул,

Ҫак ҫут тӗнчемӗр — аслӑ мул.

Атте-аннемӗр пуррипе

Сӗвӗрӗлмест кил-ҫурт ӑшши.

Атте-аннемӗр пуррипе

Ирӗклӗрех ай кил хушши.

Атте-аннемӗр ырлӑхне

Эс тавӑрайман ӗмӗрне.

Атте-аннемӗр пиллесен,

Сан ырлӑху пине ҫитет.

Вӗсен пилне илеймесен,

Сан пурлӑху кӗлпе вӗҫет.

Пилпе пӗрле — кӑвак хуппи,

Пил илмесессӗн — ӑш хыппи.

 

Геннадий Юмарт

Асаттесен халалӗсем

Мӑнкунсенче, чӳклемере

Хӑна-вӗрле, тӑван-пӗтен –

Ват йыш юрлать кӗрекере.

Унта чун йыхравне илтен.

Асли парать те пуҫласа,

Ҫумри ар сасӑ ҫӗкленет.

Ытти тӑнланӑ пуҫ тайса

Чӗркуҫленсе тимленӗ тет.

Йӑх-несӗле чӑмӑртакан

Сӑмах янранӑ юрӑра.

Вӑл халӑх гимнӗ пек паян

Упрантӑр пирӗн пурнӑҫра.

Тӗнче ҫутимӗр хӗвеле,

Турра сума сӑвать чӑваш,

Тату пурнать кӳршипеле,

Хӑйне сӑпай тытать, йӑваш.

Ял-йышпала атте-анне,

Ӗҫпе тӑванлӑх – пурте пур.

Ҫак пӗрлӗх пурнӑҫ асапне

Тӳсмешкӗн пулӑшнӑ маттур.

 

Алексей Никитин

Анне-аттепе телейлӗ

Анне аттепе телейлӗ,

Пире ҫуратнӑ савӑнма.

Кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ,

Ӑс-тӑн панӑ пурӑнма.

Пӗчӗкрен пысӑк пулатпӑр

Атте-анне пӑхнипе.

Пурнӑҫ ҫулӗпе утатпӑр

Вӗсен ырӑ пилӗпе.

Ывӑл-хӗрӗ чыс тусан

Атте чунӗ савӑнать.

Аш сӑмахсем каласан

Анне куҫӗ шывланать.

Атте-анне – кил ӑшши,

Пӗл эс ҫакна хаклама.

Ачисемшӗн – чун уҫҫи,

Манас марччӗ тав тума.

 

Юрий Сементер

Асанне

Ҫумӑрпа кӑвакарнӑ улӑм пек пӗлӗтсем

Тӗнчене ислетсе ахрата вӗҫнӗҫем

Асилсе вӑрҫӑран таврӑнман ывӑлне

Ахлататчӗ вара каҫсерен асанне:

«Шеремет, ӑҫтине пӗлтеринччӗ кана,

Ярса параттам хӑть ҫакӑ ҫӑм чӑлхана...»

Сивӗ уйах пӑри пӑралать таврана.

Пралуксем янӑраҫҫӗ хирте ян-янах.

Асилсе вӑрҫӑран таврӑнман ывӑлне

Хыпӑнатчӗ вара каҫсерен асанне:

«Ӑшӑ лартӑр-ха ҫакӑ кӑҫат... Тен, ҫитет...

Шӑнса кӳтнӗ ури кӑҫатпа йӑл илет...»

 

Стихи в электронной библиотеке

Айдаш, Ю. Анне : [сӑвӑ] // Айдаш, Ю. Г. Сӑнсем : сӑвӑсем, поэма / Ю. Г. Айдаш. – Шупашкар, 1976. – С. 40. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001419.pdf

Ахун, В. Анне аллисем : [прозӑлла сӑвӑ] // Ахун, В. Хӑтлӑ ҫурт : прозӑлла сӑвӑсем, калавсем, тӗрленчӗксем / В. Ахун. – Шупашкар, 1977. – С. 10-11. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000172.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. "Эп ӗҫлерӗм ҫанна тавӑрса..." : [сӑвӑсем] / Ваҫлей Давыдов-Анатри // Ҫилҫунат. - 1997. - № 12. - С. 19 : сӑн ӳкерчӗк. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000541.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Анне пехилӗ ; Мӗн пур хакли аннерен… ; Каҫар, анне : [сӑвӑсем] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 15, 19, 20. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне пире сыхланӑ : [сӑвӑ] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 19. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ҫумне ларсан. Упра тӑван чӗлхемӗре. Чӑваш тӗрри. Поэт сасси : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Ялав. - 1997. - № 11. - С. 72. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000532.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ятне яман : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Тӑван Атӑл. - 1983. - № 4. - С. 26-27. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000533.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ятне яман : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Тӑван Атӑл. - 1983. - № 4. - С. 26-27. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000533.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Эп астумастӑп аттене ;  : [сӑвӑсем] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 16. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Кушманов, Н. Аннене : [сӑвӑ] // Кушманов, Н. К. Кунҫул ытамӗнче : сӑвӑсем / Н. К. Кушманов. – Шупашкар, 1987. – С. 10-17. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001426.pdf

Сарпи, Р. Тавах сире, атте-анне : сонетсен кӑшӑлӗ / Раиса Сарпи. - Шупашкар : Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2006. - 32 с. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000615.pdf

Сементер, Ю. Амӑшӗн чунӗ ; Анне патне ярайман ҫыру ; Аннемӗрсем : [сӑвӑсем] // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав : сӑвӑсем, поэмӑсем, юрӑсем / Юрий Сементер ; [В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар, 1991. – С. 25, 27, 37-38 ; 69, 231. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001333.pdf

Сементер, Ю. Анне : [сӑвӑ] // Сементер, Ю. Хуркайӑк ҫулӗ : сӑвӑ-юрӑ, баллада, легенда, поэма / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 5. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000902.pdf

Сементер, Ю. Асаттеҫӗм : [сӑвӑ] // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав : сӑвӑсем, поэмӑсем, юрӑсем / Юрий Сементер ; [В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар, 1991. – С. 37-38. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001333.pdf

Сементер, Ю. Чӑваш пики : юрӑсем / Ю. С. Сементер. - Шупашкар : Чувашия, 2002. - 160 с. – Из содерж.: Ылтӑн мар-ши эс, анне. - С. 56; Анне. - С. 69; Аннемӗрсем. - С. 96; Атте-аннен ҫуралнӑ кунӗ. - С. 98. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000906.pdf

Хусанкай, П. Анне : [сӑвӑ] // Хусанкай, П. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! = Были мы, и есть, и будем! : [сӑвӑсем] / Петӗр Хусанкай ; [А. П. Хузангай хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 1982. – С. 306-316. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001137.pdf

Хусанкай, П. Аннене : [сӑвӑ] // Хусанкай, П. Суйласа илнисем : виҫӗ томпа тухать / Петӗр Хусанкай. – Шупашкар, 1968 – 1-мӗш том : Сӑвӑсем / [М. Сироткин умсӑмахӗ]. – 1968. – С. 349-350. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/khpp_0_0000120.pdf

Юмарт, Г. Аннене : [сӑвӑ] // Юмарт, Г. Ф. Тивӗҫ : сӑвӑсем / Геннадий Юмарт ; [Э. М. Юрьев ӳнерҫӗ]. – Шупашкар, 1969. – С. 5-6. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000082.pdf